Ҫитес шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр. Чыслав 16:00 сехетсенелле Чӑваш наци вулавӑшӗнче пуҫланмалла. Ку кун 15:00 сехетре малтан «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнеке хӑтлавӗ иртет, ун хыҫҫӑн — ҫӗнтерӳҫӗсене чыслани. Икӗ мероприяти пӗрле иртнӗрен 15:00 сехет тӗлте те ҫитме май пур.
Кам мала тухнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ: 11 ушкӑнра пурӗ 33 ачана, ҫамрӑка тата аслине палӑртнӑччӗ. Хаклава тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» телеканалӑн ертӳҫи Олег Цыпленков, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова ирттернӗччӗ.
Мала тухнисене парнесемпе тата хисеп хучӗсемпе чыслӑпӑр.
Ҫитес шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнекен хӑтлавне ирттерӗпӗр. Вӑл 15:00 сехетре пуҫланмалла. Кӗнеке уявне кашни автора йыхравлатпӑр. Юрӑ-ташӑпа Чӑваш Енри сумлӑ ушкӑнсенчен пӗри — «Ҫавал» фольклор ансамблӗ — савӑнтарӗ.
Асаилтеретпӗр, «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнекене эпир ирттернӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвӗсене ярса панӑ ачасен тата вӗрентекенсен хайлавӗсем кӗнӗ. Ӳкерчӗксемпе те ӑна ачасем илемлетнӗ. Пӗтӗмӗшле кӗнеке 302 страницӑллӑ пулса тухрӗ.
Авторсене кӗнеке тӳлевсӗр лекӗ, ыттисен, туянас шухӑшлисен, 200-шер тенкӗ хатӗрлемелле пулӗ.
Чӑваш Ене Китайри Аньхойри делегаци килнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Китай ҫыннисем ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗпе Валентина Андреевӑпа тӗл пулнӑччӗ. Аньхойри делегаци ЧР культура министрӗпе Вадим Ефимовпа та курнӑҫнӑ.
Китай ҫыннисем Наци библиотекинче, Чӑваш наци музейӗнче пулнӑ. Пӗтӗм тӗнче балет фестивальне ҫитнӗ.
Дипломантсене экскурси питӗ килӗшнӗ. Чӑваш Ен тата Китай «Раҫҫей ҫалкуҫӗсем» халӑх пултарулӑхӗн фестивальне Аньхойри коллектив хутшӑнасси пирки калаҫса татӑлнӑ.
Хӑнасене туризм тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлесси те кӑсӑклантарнӑ. Ҫитес вӑхатра ЧР Культура министерстви Китайри туриндустри компанийӗсем валли турист маршручӗ хатӗрлеме йышӑннӑ. Китай турисчӗсем Шупашкара килсе республика пуянлӑхӗпе паллашӗҫ.
Паян сцена ҫине такам та тухать. Хӑшӗсем сӑввине те хӑйсемех ҫыраҫҫӗ, ҫеммине те хываҫҫӗ, юррине те шӑрантараҫҫӗ. Калӑн — тӗлӗнсе каймалла пултарулӑх! Анчах ҫав «шедеврсенчен» хӑшӗсене итлеме тӑрсан хырӑм тытса ахӑлтататасси кӑна юлать. «Эп сана юрататӑп, эс мана юратмастӑн» йышши сӑмахсемлӗ, ансат кӗвӗллӗ юрӑсене радио-телекуравпа та янӑратаҫҫӗ-ха. Анчах, телее, чуна тивекен тарӑн шухӑшлӑ, ҫепӗҫ кӗвӗллӗ юрӑсем те пур-ха. Вӗсенчен хӑшӗсем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ пулин те хӑш чух ҫавсен авторӗсем кам иккенне те пӗлместпӗр.
Акӑ, аса илер-ха Виталий Гордеев хӑй вӑхӑтӗнче шӑрантарнӑ «Ӗмӗр пулӑпӑр пӗрле» юрра. Е тата Иван Христофоров репертуарӗнчи «Икӗ ҫӑлтӑра». Ҫак тата ытти юрӑн авторӗ — Шупашкар районӗнчи Иккассинчи шкулта 30 ҫула яхӑн музыка учителӗнче ӗҫленӗ Анатолий Печников. Анатолий Александрович патӗнче вӗреннӗ ачасем те, тен, хӑйсене епле пултаруллӑ ҫын вӗрентнине пурте пӗлмен-тӗр.
Хӑй вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш__ ялӗнче шӑп та лӑп 60 ҫул каялла ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ пединститутӑн (ун чух ҫав аслӑ шкула хальхи пек университет темен) музыкӑпа педагогика факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.
«Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене акан 18-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче чысланӑ.
«Чӑваш кӗнеки» номинацире Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» хайлавӗ ҫӗнтернӗ. «Ҫулталӑк прози» номинацире Хветӗр Уярӑн «Близ Акрамова» кӗнеки мала тухнӑ.
«Асамлӑ йӗрке» номинацире Порфирий Афанасьевӑн «Каҫхи кӑвайт» кӗнеки мала тухнӑ. Вырӑс литературинче Любовь Петровӑн «И грусть, и радость, и мечты…» ҫӗнтернӗ. «Ача-пӑча тӗнчинче» Юрий Сементерӗн «Килӗр, килӗр, кайӑксем» кӗнеки чи лайаххи тесе палӑртнӑ. Ҫак номинацирех Светлана Гордеевӑн «Веселая карусель» кӑларӑмӗ чи лайӑххи пулнӑ. Конкурс лауреачӗсен дипломӗсемпе Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» тата Анатолий Смолинӑн «Асамлӑ азбука» кӗнекисене те чысланӑ.
«Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсне хастар хутшӑннӑшӑн Муркашри тӗп вулавӑша Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн литературӑпа ӳнер пайӗнче паян «Тӑван кӗтесре» курав уҫӑлнӑ. Тӑмран хатӗрленӗ экспозицисен авторӗ — Чӑваш Республикин халӑх ӳнер промыслисен ӑсти, Чӑваш Енӗн Ремесленникӗсен гильдийӗн тата Чӑваш художникӗсен союзӗн членӗ Валентина Попова. Курава «Культура урлӑ — пӗрлӗх» ятпа иртекен наци культурисен фестивалӗпе ҫыхӑнтарса уҫнӑ. Куравра пӗчӗк хурӑмлӑ сюжет кӳлепесем, тӑмран тунӑ панно, шӑхличсем вырӑн тупнӑ.
Валентина Попова — тӑмран халӑх пуканине хатӗрлекен сайра ӑстасенчен пӗри. Пултурлӑхра вӑл чӗрӗк ӗмӗр ытла тӑрӑшать. Унӑн самай ӗҫӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче упранать.
Ӑстан ӗҫӗсенчи чылай ярӑм чӑваш ялӗнчи пурнӑҫпа йӑла-йӗркене, чӑваш культурине кӑтартать. Тӗп ӗҫӗсен шутӗнче «Вырма», «Лармара», «Юмахра», «Каҫ», «Хӗрӳ йӑла», «Кӑкшӑмлӑ хӗр», «Лупас айӗнче», «Салтак таврӑнни», «Чикӗ хӳтӗлевҫисем» ятлисене, тӗрлӗ шӑхличе асӑнаҫҫӗ.
Валентина Попова 1960 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламасра ҫуралнӑ. Халӗ вӑл Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче «Чӗрӗ тӑм» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн педагогӗнче тӑрӑшать.
ЧР Наци вулавӑшӗнче иртнӗ ыркӑмӑллӑх акцийӗпе килӗшӳллӗн ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ветерансене сахал тупӑшлӑ ҫемйисене спорт кӳмисем парнеленӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче «Наци ыркӑмӑллӑх фончӗ» грант акцийӗ иртнӗ. Ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ветерансен сахал тупӑшлӑ ҫемйисен шӑпах ҫавӑнта спорт кӳмисем, компьютер-ноутбуксем парнеленӗ.
Паллӑ сусӑр спортсменсем ҫакнашкал кӳмесем ҫинче тӗнче, Европа чемпионӗсем пӗрре мар пулса тӑнӑ.
— Ку кӳме питӗ меллӗ, пӗтӗмпех манӑн кӗлетке ҫӳллӗшӗпе тата йывӑрӑшӗпе килӗшӳллӗн. Эпӗ бадминтонпа туслӑ, ҫавӑнпа ку кӳмепе мана ҫӑмӑлрах пулӗ, — тенӗ Валентина Евдокимова. Вӑл ҫӗнӗ виҫӗ кӳмерен пӗрине тивӗҫнӗ.
Ҫак гранта Чӑваш Республикинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ветерансен «Доблесть» общество организацийӗ пӗлтӗр выляса илнӗ. Тивӗҫнӗ укҫапа ветерансен пӗр ушкӑнӗ санаторире сипленнӗ. Ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ ветерансен ҫемйисене спорт тумӗпе пушмакӗ, спорт инвентарӗ панӑ. Ветерансен ачисем ҫулла Раҫҫейӗн кӑнтӑр енчи сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьсене кайӗҫ. Ҫав йышра — Евпатори те.
Ҫак ыйту ЧР Наци библиотекинче иртӗ ҫавра сӗтеле хутшӑнакансене шухӑшлаттарнӑ. Унта чӑваш халӑхӗн этногенезне пырса тивекен ҫивӗч ыйтӑва хускатнӑ. Унта Чӑваш Республикинчи, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи ӑсчахсем, халӑх академикӗсем, таврапӗлӳҫӗ тӗпчевҫӗсем хутшӑннӑ.
Ҫавра сӗтелре чӑваш халӑхӗ епле пулса кайнин тӗрлӗ теорине, гипотезине, шухӑшне пӑхса тухнӑ. Ҫак темӑна чӑваш чӗлхин томонимикипе хатӗрленӗ докладра, несӗл йывӑҫӗнче, чӑваш этносӗ пирки каланӑ пӗрремӗш документра, руна ҫырулӑхӗнче тата ыттисенче уҫса кӑтартнӑ.
А.Ф.Иванов тухса калаҫнӑ, тӗслӗх вырӑнне Ҫӗрпӳ районӗнчи виҫӗ ял ячӗсен топонимикине уҫса кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Аҫтӑрхан, Самар облаҫӗсенчи, Тутар Республикинчи чӑваш тымарӗллӗ ял-сала пирки калаҫнӑ.
О.Н.Цыпленков журналист Раҫҫей картти ҫинчи чӑвашсемпе, чӑваш тымарӗсемпе ҫыхӑннӑ, хӑй пулса курнӑ ӗлӗкхи вырӑнсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Ҫавра сӗтел вӗҫленнӗ май унта хутшӑнакансем чӑваш халӑхӗн этногенезне тата тӗпчемеллине палӑртнӑ. Чылай документ алҫырӑвӗнче юлать, материалсене пичетлесе халӑх патне ҫитермелле.
Шӑматкун, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарти наци вулавӑшӗнче таврапӗлӳҫӗсен ҫулталӑкри пухӑвӗ иртрӗ. Пуху пуҫламӑшӗнче иртнӗ ҫул суйланӑ таврапӗлӳҫӗ ертӳҫи хӑйне ку ӗҫрен хӑтарма ыйтрӗ: Д.В. Кузьмин Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнать, ӗҫрен пушанса Шупашкара ытлашши часах килсе ҫӳреймест. Ку ыйтӑва итленӗ хыҫҫӑн пухӑннисем ҫак ҫулталӑк хушшинче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ таврапӗлӳҫӗсене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.
Пухура Виталий Петрович Станъял ҫулталӑк хушшинче туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа пачӗ, вырӑнти таврапӗлӳҫӗсем хастар ӗҫленине палӑртрӗ. В.П. Станъялпа Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академин президенчӗ Е.Е. Ерагин уйрӑмах хастаррисене чысларӗҫ.
Малалла таврапӗлӳҫӗсен секци ертӳҫисем иртнӗ ҫулта хӑйсем тунӑ ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Юлашки вӑхӑтра энтузиастсем хӑйсен ял тӑрӑхӗсем пирки чылай кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, юлашки вӑхӑтра кун ҫути курнӑ кӗнекесен куравӗнче вӗсемпе чылайӑшӗпе паллашма та май пулчӗ. «Ҫулталӑк кӗнеки — Чӑваш календарӗ 2014» кӗнекене вара кашниех туянма пултарчӗ. Библиотека ӗҫченӗ Аксакова Татьяна 2013-мӗш ҫулта пичетленнӗ кӗнекесемпе паллаштарчӗ.
ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 29–30-мӗшӗсенче ЧР Наци вулавӑшӗнче хальхи поэзин «Сасӑсем» фестиваль иртет. Ҫак мероприятие комбинатор поэзине халаллӗҫ. Унта палиндромсене, тавтограммӑсене, анаграммӑсене, амбиграммӑсене палартӗҫ. Комбинатор поэзин авторӗсем антика риторикине тата Вӑтам ӗмӗрти схоластикӑна аталантараҫҫӗ. Вӗсем текстсемпе, сӑмахсемпе, саспаллисемпе тата сасӑсемпе тӗрлӗ эксперимент тӑваҫҫӗ.
«Сасӑсем» фестивале 30 автор хутшӑнӗ. Вӗсен йышӗнче: Герман Лукомников тата Сергей Бирюков, Борис Гринберг тата Борис Констриктор. Ҫавӑн пекех визуаллӑ поэзин авторӗсем: Александр Горнон тата Эдуард Кулемин, Светлана Литвак, Наталья Азарова тата Александр Лазарев. Сергей Фединпа Иван Чудасов теоретиксем те хутшӑнӗҫ.
«Сасӑсем» фестивале Мускавра пӗтӗмлетӗҫ. Унта хальхи комбинатор позийӗн малашлӑхри аталанӑвӗ пирки те калаҫӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |